Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӑрҫи Майданӗ

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Заповедникра ӗҫлекенсем ку версипе килӗшмеҫҫӗ иккен. Ун пек ҫырӑва вӗсем «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫитернӗ.

Африка мурне хир сыснисем сараҫҫӗ тенин заповедникри ӑсчахсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хир сыснисем килти сыснасенчен чир ҫаклатаҫҫӗ. Заповедникри специалистсем килти сыснана вӗсен территорине такам пӑрахнӑ тесе каласшӑн. Ҫапла хӑтланни такамсене кирлӗ имӗш: ҫавсем хир сыснисене никам тӗрӗслесе тӑмасӑр тытма ирӗк парасса шанаҫҫӗ. Заповедникре вилнӗ хир сысни тупиччен маларах РФ Президенчӗн Администрацине Атрать (Улатӑр районӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ. Унта Напольноери тата Сӑрҫи Майданри (Пӑрачкав районӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) тӗслӗх хыҫҫӑн заповедникри хир сыснисене мӗншӗн персе пӑрахмаҫҫӗ тенӗ-мӗн.

Африка мурне сарма темиҫе ҫул каялла кашкӑрсене вӗлермелли кампани ирттерни те пулӑшнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Кашкӑрсем — вӑрман санитарӗсем. Вӗсем вӑйсӑр тата хир сыснисене тӗп тӑваҫҫӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Чӑваш Енре сыснасен Африка мурӗ сарӑласран карантин йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер 490-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.

Эпизоотилле хӑрушлӑх пысӑк пулнӑран Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсене пӗрремӗш зонӑна кӗртнӗ. Хӑрушлӑхлӑ вырӑнсенчи Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи маларах асӑннӑ территорисемсӗр пуҫне ыттисем, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ районӗ, Ҫӗмӗрле районӗ, Улатӑр, Пӑрачкав хулисем эпизоотилле иккӗмӗш зонӑра шутланаҫҫӗ. Эпизоотилле зонӑри сыснасене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна турттарса кайма та, пусма та юрамасть. Хӑрушлӑхлӑ пӗрремӗш зонӑра сысна ашне те сутма чарнӑ.

ЧР Правительстви мура пӗтерес тӗлӗшпе 687 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
Хир сыснине тытма юрамасть
Хир сыснине тытма юрамасть

Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнине пула ҫак чӗрчунсене сунарҫӑсен те тытма юрамӗ.

Ку чару Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсене пырса тивет. Хушӑва Чӑваш Енӗн праивтельстви шайӗнчех хатӗрленӗ. Ӗҫлӗ хута ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин ӗнер алӑ пуснӑ.

Аса илтеретпӗр, пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ.

Инфекци радиусне палӑртнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсем кӗнӗ. Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри вӑрмансенче Африка мурӗнчен вилнӗ хир сыснисен виллисене тупнӑ. Пилӗк чӗрчуна «Сӑрҫи» заповедникре асӑрханӑ. Вӗсем мӗне пула вилнине ветеринарсем тӳрех чухланӑ-ха. Лаборатори тӗпчевӗ вара иккӗленӗве ҫирӗплетнӗ.

Хир сыснисен виллисене ҫунтарса янӑ, виҫӗ метр тарӑнӑшне пытарнӑ. Халӗ инфекци ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Инфекци радиусне палӑртнӑ: 30 метр. Пӗрремӗш зонӑна Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ ялсем, Пӑрачкав районӗнчи ялсем кӗнӗ.

Иккӗмӗш зонӑра — Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсем, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38375
 

Республикӑра

Пӑрачкаври ветеринара Африка мурӗ пуррине вӑхӑтра пӗлтермешӗн суд тенкелӗ ҫине лартнине унччен пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫре тепӗр айӑплине тупнӑ. Улатӑр районӗнчи Междуречье ялӗнчи ветеринари участокӗн заведующийне те явап тыттарасшӑн.

Следстви шухӑшӗпе, 57 ҫулти Александр Вялов сыснасем Африка мурӗнчен вилнине пуҫлӑхсене пӗлтермен. Ҫурла уйӑхӗн 6-14-мӗшӗсенче Сӑрҫи Майданӗ ялӗнче тӑватӑ сысна Африка мурӗнчен вилнӗ. Вӗсене сипленӗ ветеринар кун пирки пуҫлӑхсене пӗлтермен, сысна виллисене тӗрӗслеттерме илсе кайман. Хуҫисем вара вилесене тимӗр контейнера хурса ял хӗррине илсе тухнӑ.

Кун пирки Улатӑр районӗн администрацийӗ ирттерӗ канашлура (унта шӑпах Африка мурне сарӑлма парас марри ҫинчен калаҫнӑ) ҫеҫ пӗлнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй